
Кӑҫалтан пуҫласа пирӗн ҫӗршывра паян, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Раҫҫейри халӑхсен чӗлхе кунне палӑртма тытӑнӗҫ. Ку куна ҫӗршыв Президенчӗн хушӑвӗпех йышӑннӑ. Пирӗн ҫӗршывра паянхи кун тӗлне илсен 190 ытла наци ҫынни пурӑнать. Ҫав шутра чӑвашсем те пур. Вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ. Унти хастарсем тӑван халӑх йӑли-йӗркине аякра пулин те тытса пыма тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Вӗрентӳ институчӗ ҫӗнӗ датӑна халалласа халӑх тетелӗсенче «Эпӗ тӑван чӗлхепе калаҫатӑп регионсем хушшинчи акци ирттерме йышӑннӑ. Унта хутшӑнса кирек кам та хӑйӗн тӑван чӗлхипе сӑвӑ калама е юрӑ юрласа кӑтартма пултарать. Чӑвашла видеоролика халӑх тетелӗсенче #эпӗтӑванчӗлхепекалаҫатӑп, #эпӗчӑвашлакалаҫатӑп хештегпа вырнаҫтарма сӗнеҫҫӗ. Акци авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пырӗ.

2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 10:00 сехетре Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Чӑваш чӗлхине упраса аталантарас ыйтусем» ҫавра сӗтел иртет. Ӑна Раҫҫейри халӑхсен чӗлхисен тата Пӗтӗм тӗнчери хут пӗлӳлӗх кунӗсене халалланӑ.
Ӑслӑлӑхҫӑсем, тӗн ӗҫченӗсем, вӗрентекенсем тата общество хастарӗсем чӗлхе аталанӑвӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене хускатӗҫ. Тӗп пусӑма чӑваш чӗлхине IT-сферӑра — GigaChat сервисра, электронлӑ текстсен орфографийӗнче тата наци корпусӗнче — ӗҫлеттересси ҫине хурӗҫ.
Ҫавӑн пекех православи чиркӗвӗнче тӑван чӗлхепе усӑ курасси, ачасене мультфильмсемпе пукане театрӗ урлӑ чӑвашла илентересси, «Хавал» проекчӗсем тата эстрада чӗлхи пирки сӑмах пырӗ. Тӗлпулу чӗлхене сыхласа хӑварас ӗҫре ҫӗнӗ майсем палӑртма пулӑшмалла.
| АВН | 07 |

Чӑваш халӑх сайтне йӗркеленӗ кун тесе авӑнӑн 7-мӗшне йышӑннӑ. Ҫапла май паян ҫак икӗ проекта хута янӑранпа 21 ҫул ҫитет. «Чӑваш чӗлхи лабораторине» уйрӑм проект пек эпир каярах пӗлтертӗмӗр пулин те, унта кӗрекен чылай пай ҫав вӑхӑтрах йӗркеленнӗ. Паянхи кун та ӗҫлекен, самай аталаннӑ, «Электронлӑ сӑмахсар» сайтах мӗне тӑрать! Аса илтеретпӗр, «Чӑваш чӗлхи лабораторине» йышне эпир МИХ-па ҫыхӑнман ӗҫсене уйӑрса кӑларнӑ. МИХ тытса тӑрасси питӗ яваплӑ ӗҫ, ҫавна май «Чӑваш чӗлхи лабораторине» тумалла пулчӗ те. Апла пулин те вӗсем иккӗшӗ те пӗрешкел аталанаҫҫӗ, вӗсен хушшинче вӑйлӑ ҫыхӑну йӗркеленнӗ.
Кӑҫал официаллӑ майпа пӗрремӗш хут авӑнӑн 8-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен чӗлхисен кунне палӑртӗҫ. Ку уява пӗлтӗр йышӑннӑ, ҫӗртмен 5-мӗшӗнче сӗннӗ, утӑн 11-мӗшӗнче Хушӑва алӑ пуснӑ. Ҫӗнӗ уяв пулнӑран, пӗлтӗр ӑна анлӑн ирттермен, халӑх ун пирки пӗлсех те кайман. Кӑҫал вара ку уява, ҫав шутра Чӑваш Республикинче те, анлӑ палӑртаҫҫӗ. Уявӗ тата пирӗн проектсен ҫуралнӑ кунӗпе ҫывӑх лекет, ҫавӑнпа ҫак 21 ҫул хушшинче эпир тӑван чӑваш чӗлхишӗн мӗн туса ӗлкӗрни пирки кӗскен каласа парас шухӑшлӑ.

«Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» ҫак кунсенче ҫӗнӗ сайт хута ячӗ. Вӑл «Ман пултарулӑх» ятлӑ. Тӗллевӗ: авторсене хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарасси. Енчен те «Электронлӑ вулавӑша» хайлавсене администраци вырнаҫтарать пулсан, кунта кашни хӑй вырнаҫтарма пултарӗ. Сайт чӑвашла хайлавсене кӑна йышӑнать.
Ҫӗнӗ проекта Чӑваш халӑх сайчӗ 21 ҫул тултарнӑ тӗле хатӗрленӗ. Ку вӑл хӑйне евӗр парне. Ӑна ӑсталама ИИ пулӑшнӑ. Ҫапла май «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» ИИ-пе усӑ курса чӑвашла сайт ӑсталама май пуррине тӗрӗсленӗ. Сайта хатӗрлес ӗҫӗн пӗр пайӗ чӑвашла пулса иртнӗ — ИИ чӑвашла мӗн ыйтнине пӗтӗмпех пурнӑҫланӑ. Кунашкал сайт ӑсталама пурӗ виҫӗ кун кӑна кирлӗ пулнӑ.
Сайт интерфейсӗ виҫӗ чӗлхеллӗ. Авторизациленме ВК-ри е Яндексри аккаунт кирлӗ. Сайтӑн тытӑмне ҫапла йӗркеленӗ: Ярӑм (кӗнекесен пуххи) — Кӗнеке — Хайлав — Сыпӑк. Кунашкал тытӑм чылай хайлава вырнаҫтарма ирӗк парать. Сайтра сӑвӑллӑ хайлавсем те, прозӑллисем та, куҫарусемпе пьесӑсем те кӗртме пулать. Сайтӑн хальхи адресӗ: https://samlib.

Ҫак эрнере, ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсен ларӑвӗ иртнӗ. Унта иртнӗ вӗренӳ ҫулне пӗтӗмлетнӗ.
Мероприятие Любовь Титова, Елена Анюрова, Наталия Путякова, Светлана Никитина, Ольга Каллина вӗрентекенсем тухса калаҫнӑ.
«Паянхи пурнӑҫра вӗрентекен умне тухса тӑракан тӗрлӗ ыйтусене хускатрӑмӑр, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен меслетлӗх пӗрлешӗвӗн ҫитес ҫулӑн ӗҫлӗ планне йышӑнса хӑвартӑмӑр. Ӗҫре палӑрнӑ пултаруллӑ вӗрентекенсене палӑртса саламларӑмӑр, кашнин сӗнӗвне шута илсе малашне те пӗр шухӑшлӑ, хастар пулма, пӗр тӗллевпе, меслетсемпе, майсемпе, тӗрлӗ воспитани ҫул-йӗрӗпе пӗрле ӗҫлесе-шухӑшласа, методика сӗнӗвӗсене тивӗҫтерсе вӑй хума калаҫса татӑлтӑмӑр», — тесе ҫырнӑ лару пирки асӑннӑ тӑрӑхри Ыхра Ҫырминчи шкул учителӗ Светлана Кулакова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.

Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи Н.Я Бичурин ячӗллӗ шкулта Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Шупашкар районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен семинар-тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн журналисчӗ Елена Атамнова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
Хаҫатҫӑ хыпарланӑ тӑрӑх, «шкулта нумай чӗлхе вӗренни тӗрлӗ халӑх культурине, йӑли-йӗркине, историне лайӑхрах пӗлме май парать, ҫавна май ӑс-тӑна, тавра курӑма, астӑвӑма, шухӑшлава аталантарать. Юлашки вӑхӑтра ҫакна тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ те Ҫӗнӗ Шупашкарти чӑваш чӗлхи учителӗсем. Шкулта ҫеҫ мар, хула шайӗнче виҫӗ чӗлхепе тӗрлӗ вулав, фестиваль-конкурс ирттереҫҫӗ. Тӗслӗхрен, «Ытарай вулавӗсем», «Юрататӑп сана, Ҫӗнӗ Шупашкарӑм!», «Нарспи» — виҫӗ чӗлхепе», «Пушкин вулавӗсем», «Асамат вулавӗсем»»...

Шупашкарти 37-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлекен Ирина Диарова Чӗлхе цифра инструменчӗсене тивӗҫтермелле тесе шухӑшлать.
«Чӑваш чӗлхипе ҫынсем кулленхи пурнӑҫра усӑ курма пӑрахса пыраҫҫӗ. Плакатсемпе вӗренӳ кӗнекисем смартфонпа ӳснӗ ачасен кӑсӑкне тивӗҫтермеҫҫӗ. Чӗлхе цифра инструменчӗсене тивӗҫтермелле», — тесе шухӑшлать. Чӑваш чӗлхи учителӗн шучӗпе, чӗлхе цифра инструменчӗсене тивӗҫтерсен унпа кӑсӑкланас, ӑна вӗренес тата усӑ курас туртӑм та ӳсӗ.
Шӑпах ҫакна шута илсе пурте усӑ курма пултаракан цифра ресурсӗ тунӑ.
«37 сас палли валли хӑйне евӗр сӑнарсем шутласа кӑлартӑмӑр, вӗсене тӗрӗс калаҫу тӗслӗхӗпе сасӑларӑмӑр, хайлавлӑ ӑс-тӑн пулӑшнипе чӗрӗ пек курӑмлатрӑмӑр, ҫынсем тӳрех усӑ курма май паракан килӗшӳллӗ сайт тата клавиатурӑна лартмалли ансат инструкци турӑмӑр. Аудио тата анимаци вӗренӗве кӑсӑклӑрах тӑвать, вӗренме хавхалантарать. Ресурс вӗрентӳ ӗҫне курӑмлӑх, сасӑ тата куҫӑмлӑх мелӗсене кӗртсе вӗренес кӑмӑллисен йышне анлӑлатма пулӑшать. Сайта Tilda никӗсӗ ҫинче тунӑ. Пурне те алфавит вӗренме, клавиатура лартма тата чӑвашла кашни кун ҫырма чӗнетпӗр.

«Тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекен чи лайӑх учитель» Раҫҫейри V конкурса Шупашкарти Роза Морозова хутшӑнӗ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку конкурс педагогсемшӗн сумлӑ ӑмӑрту шутланать.
Роза Анатольевна — аслӑ категориллӗ учитель. Вӑл Шупашкарти 62-мӗш шкулта ӗҫлет.
Педагогсен конкурсӗн финалӗ Липецк хулинче ҫурла уйӑхӗн 7-11-мӗшӗсенче иртӗ. Унта ҫӗршыври 87 субъектри 131 педагог пырса ҫитӗ.
Роза Анатольевна каланӑ тӑрӑх, ача чухне вӑл шкулта ӗҫлеме шухӑшламан, сцена ҫине тухма ӗмӗтленнӗ. Анчах паян унӑн кураканӗсем — ачасем. Тӑван халӑх культурине юратнӑран вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика университетне вӗренме кӗнӗ. Ачасене чӑваш чӗлхипе вӑйӑ, чӗрӗ калаҫу, пултарулӑх урлӑ кӑсаклантарса яма тӑрӑшать.

Хальхи вӑхӑтра нумай чӑваш ялӗнче ачасем мӗн пӗчӗкрен вырӑсла калаҫса ӳсеҫҫӗ. Уншӑн вӗсем айӑплӑ мар-ха: ывал-хӗрне аслисем, ашшӗ-амӑшӗ, ют чӗлхепе калаҫтарать.
Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьел ялӗнче вара вырӑсла калаҫакан ҫемьесем хальлӗхе пӗр-иккӗрен ытла мар-мӗн.
Пӑлапуҫ Пашьел шкулӗнче 37 ҫул ӗҫлекен Светлана Никитина «Хыпар» издательство ҫуртне ҫапларах каласа кӑтартнӑ: «Пирӗн ялти ҫынсем — тӗп хуларан аякран пурӑннипе-ши — вырӑсланман-ха. Пӗр-икӗ ҫемьере килте вырӑсла калаҫаҫҫӗ, ыттисем — чӑвашла».
Чӑваш чӗлхи вӗрентекен калашле, «килте пӗр-пӗринпе вырӑсла хутшӑнма тытӑнни — пысӑк чӑрмав, мӗншӗн тесен ачан ӑс-тӑнӗ, тавра курӑмӗ чи малтан ҫемьере аталанать. Ҫапла майпа ӑруран ӑрӑва куҫакан чӗлхе татӑлать».

Чӑваш артисчӗсем «Мы были, есть и будем» (Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр) ятлӑ юрӑ ҫырнӑ, илемлӗ клип ӳкернӗ.
Аса илтерер: ку юрра ҫырма республика Правительствин пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов хушнӑ. Кун пирки эпир те маларах хыпарланӑччӗ.
Республика Правительстви ырланӑ проекта паллӑ юрӑҫсемпе коллективсем хутшӑннӑ.
Юрра Петӗр Хусанкайӑн сӑввине тӗпе хурса ҫырнӑ. Ӑна вырӑсла та, чӑвашла та ҫырнӑ.
Сӑвӑ авторӗ — Наталья Сахарова, кӗввине – Андрей Коноплев.
Клипа ӳкерме «Глянец» тата «Приданое» ушкӑнсем, Августа Уляндина, Егор Матвеевский, Алексей Московский, Алексей Шадриков, Денис Павлов, Маргарита Финогентова, Владимир Ашмарин, Ольга Пеганова, Pegana, Вячеслав Дик, «5 октав» студи тата «Вирьял» ансамбль хутшӑннӑ.
